Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур.
Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ.
Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет.
Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.
Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.
2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.
Халӗ тем тӗрле танлаштарӑм йӗркелекен те пур. Пӗрисем укҫа-тенкӗ тӑрӑмне палӑртма ӑнтӑлаҫҫӗ, теприсем ӑҫта пурӑнма лайӑхраххине пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ.
Халӗ тата «Симӗс патруль» экологи организацийӗ Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне хатӗрленӗ иккен. «Савӑнмалли хыпар: Чӑваш Ен ТОП-10 рейтинга кӗме пултарнӑ», — пӗлтерет «Хыпар» хаҫат.
Иртнӗ ҫул та пирӗ республика унта палӑрнӑ-ха. Хальхинче те вӑл унчченхи евӗрех 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Малти йӗркесене Тамбов, Белгород облаҫӗсем, Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен малти вырӑнсенчен пӗрине йышӑннинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савут хута кайнин тӳпи те пур иккен. Списокра мала лекнисем — Челепи, Мускав облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ. Рейтинг «хӳрешкинче» — Сарӑту, Свердловск, Тула облаҫӗсем.
ЧР Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ирттерет. Вӗсем специалистсене ачасене сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхсене ярасси пирки ыйтусене пама пултараҫҫӗ.
«Хӗрӳ лини» шӑматкун пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл татах пулӗ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче те ашшӗ-амӑшӗ 8(8352) 64-21-71 телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсене интереслентерекен ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултараҫҫӗ.
Уйлӑхсене каймашкӑн заявленисене виҫӗ тапхӑрпа йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасенчен йышӑнаҫҫӗ. Документсене вырӑнти ятарлӑ организацисенче йышӑнаҫҫӗ.
Пушӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри районсенче тата пӗчӗк хуласенче вӗренекенсенчен документсем йышӑнаҫҫӗ. Ку ыйтупа ача вӗренекен шкула пымалла.
Акан 4-мӗшӗнче Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче документсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче пирӑн республикӑра «Шура салтак тӳми» уйӑхлӑх пырать. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланнӑскере ӑна Туберкулезпа кӳрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна, вӑл — паян шутланать, халалланӑ. Шӑп та лӑп ҫак кун, 1882 ҫулта Берлинта Роберт Кох тухтӑр хӑрушӑ ҫак чирӗн бациллине тупса палӑртнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пуш уйӑхӗн 24-мӗшне Туберкулезпа кӗрешмлели пӗтӗм тӗнчреи кун тесе йышӑннӑ. Салтак тӳмине элем вырӑнне йышӑнни ӳпке тасалӑхне пӗлтерет.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта вӑл ӗнер пулнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ ҫав кун тепре пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, акан 4, 11, 18-мӗшӗсенче иртмелле. Диспансер Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 4 ҫуртӑн «В» корпусра вырнаҫнӑ.
Акан 11-мӗшӗнче Канашри Люксембург урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пульницӑсенче йышӑнӗҫ.
Паян ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен «Туберкулез профилактики тата сиплевӗ» хӗрӳ лини те ӗҫленӗ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хупланӑ кун, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази вӗренекенӗсем ҫак пулӑма сӑнанӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шкул картишне MEADE LXD75 телескоп вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗттӗм пленкӑсем илсе килнӗ.
Уйӑх Хӗвеле хупланине икӗ сехет сӑнама пултарнӑ. Ачасем сӑнанӑ кӑна мар, сӑн та ӳкернӗ.
Ҫав самантра иртен-ҫӳрен те шкул картишӗнче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем те 2-3-мӗш классемпе пӗрле тӗлӗнмелле ҫак пулӑма сӑнанӑ.
«Раҫҫейре Уйӑх Хӗвеле пӗтӗмпех тата хӑҫан хуплӗ?» — ҫапла ыйту панӑ чылай ача. Хуравӗ савӑнтараканниех мар. Кун пекки 2061 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ! 2026, 2033, 2043 ҫулсенче те Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хуплӗ, анчах ӑна Таймыр, Камчатка, Чукотка, Якути ҫыннисем ҫеҫ курайӗҫ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарти 3997-мӗш пушар чаҫӗ ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫур ӗмӗр хушшинче нумай салтакпа офицер орденпа медале тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче вилнӗ хыҫҫӑн чысланисем те пур иккен. Темиҫе ҫул каялла ҫав чаҫ пӗтӗмпех контракт тытӑмӗ ҫине куҫнӑ. Чаҫӗн паянхи тӗп тӗллевӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта общество йӗркине тытса тӑрасси. Ҫар ҫыннисем Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхне те ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тухса кайни пулать-мӗн.
Юбилей ячӗпе ҫар ҫыннисем пысӑк концерт хатӗрлеҫҫӗ иккен. Музыкантсем халӗ хӗрсем репетици ирттереҫҫӗ. Йышра Атӑлҫи регионти командованийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Мускаври тата Хусанти солистсем пулӗҫ.
— Шупашкара Мясоедов хушматлӑ полковник килмелле, — тесе пӗлтернӗ тележурналистсене оркестр пуҫлӑхӗ — 3997-мӗш ҫар чаҫӗн ҫар дирижерӗ Иван Малов. Асӑннӑ полковник тӗрлӗ музыка инструменчӗпе, ҫав шутра саксофонтан пуҫласа шӑхлич таранах, калать-мӗн. Концерт ыран Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.
«Про Город» редакцинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти хими савутӗнче ӗҫлекенсем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашни кун, ӗҫ кунӗ вӗҫленес умӗн, темӗнле хӗрарӑм пӗр ҫурт патне пырса спиртлӑ шӗвексем сутать. Арҫынсем ӗҫке ярӑнаҫҫӗ.
Оксана Сергеева (ятне улӑштарнӑ) каланӑ тӑрӑх, вӗсен килӗнчен инҫех мар юрӑхсӑр ҫурт пур. Тунтикунран пуҫласа эрнекун таран, 15 сехетрен пуҫласа ӗҫ кунӗ вӗҫлениччен, унта темӗнле хӗрарӑм пысӑк сумкӑсемпе килет, ҫур литрлӑ кӗленчесемпе спирт сутать.
Ҫынсем кунпа мӗнле кӗрешмеллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, арҫынсем ӗҫсех вилеҫҫӗ вӗт. Иртнӗ эрнекун унта халӑх темӗн чухлех пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗр купа ҫӳ-ҫап юлнӑ.
Хаҫат корреспонденчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хала администрацийӗн экономика аталанӑвӗн пайне шӑнкӑравланӑ. Унта ку ӗҫпе полици ӗҫленине пӗлтернӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын хӑйсем ӗҫӗ пирки шӑп та лӑп 2015 ҫеккунтлӑха маннӑ. Вӗсем 33 минут та 57 ҫеккунт кӗнеке вуланӑ. Хулара «Чи лайӑххине вулатпӑр: 2015 ҫеккунт — вулав» акци иртнӗ.
Акцие Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш ирттернӗ. Унта ача пахчисем, шкулсем хутшӑннӑ. Чи хастаррисем «Березка», «Ласточка» ача пахчисем, 2, 9, 14, 19, 20-мӗш шкулсем пулнӑ.
Акцире вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене вуланӑ: Л.Толстой, А.Чехов, П.Бажов, А.Пушкин, В.Короленко тата ыттисем. Аслӑрах класрисем И.Крылов, А.Куприн, В.Распутин, Б.Пастернак, А.Блок хайлавӗсемпе паллашнӑ.
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем вара чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вулама сӗннӗ. Вӗсен йышне К.Иванов, Х.Уяр, Е.Лисина, Н.Сидоров, Г.Луч кӗнӗ. Ача пахинчи шӑпӑрлансем вырӑс халӑх юмахӗсемпе паллашнӑ.
Акципе килӗшӳллӗн, хайлавсене сасӑпа вуланӑ, вырӑс классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх ӳкернӗ фильмсемпе мультфильмсем курнӑ. Акци ачасемпе ҫамрӑксене кӗнекепе тата ҫывӑхрах паллаштарма май панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |